Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем: Мӑн Шетмӗ

Трак енри шкулсенче чӑваш чӗлхи вункунлӑхӗ пуҫланчӗ. Акӑ, Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче те администраципе творчествӑлла ӗҫлекен вӗрентекенсен ушкӑнӗн пӗрлехи ларӑвӗнче чӑваш чӗлхи вунӑ кунлӑхӗн ӗҫ планне ҫирӗплетрӗҫ. Унта И.Я.Яковлев Аслӑ Вӗрентекене халалласа уроксем иртӗҫ. Класс тулашӗнче вара «Юхма Мишши ҫыравҫӑн нумай енлӗ таланчӗ» рефератсен конкурсӗ, «Юхма Мишши — чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи» электронлӑ хаҫатсен конкурсӗ, Яков Ухсай поэзине юратакансен «Акӑш тӗкӗ евӗр эс ҫемҫе…» илемлӗ вулав ӑмӑртӑвӗ, сӑвӑ ҫыракансен «Чӑваш чӗлхи — анне чӗлхи» литература конкурсӗ, Трак тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройӗ В.В.Васильев ҫуралнӑранпа 100 ҫитнине халалланӑ «Мӑн Шетмӗ паттӑрӗ» викторина пулӗ. Шкул вулавӑшӗнче вара ачасем И.Я.Яковлев, Я.Г.Ухсай тата М.И.Ильин (Юхма Мишши) хайлавӗсемпе паллашӗҫ.

Акан 21-мӗшӗнче шкулта Республикӑмӑрти районсем хушшинчи V «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ конкурс иртет.

Малалла...

 

АКА
24

«Ҫамрӑк ӑсчах — 2010» вӑйӑ-конкурс ҫӗнтерӳҫи паллӑ
 Виталий Михайлов | 24.04.2010 21:01 |

Маттур чӑваш ачисем
Маттур чӑваш ачисем

Тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртет. Проект авторӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович.

Кӑҫал та вӑйӑ-конкурс виҫӗ турпа иртрӗ. Пӗрремӗш тур районти мӗн пур шкулсенчи 9-10-мӗш классенче вӗренекен ачасем хушшинче иртрӗ. Унта шкул шайӗнче чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекене палӑртрӗҫ. Шкулта ҫӗнтернисем (вӗсем пурӗ вуннӑн) иккӗмӗш турта хӑйсен пӗлӳ шайне кӑтартрӗҫ... Вӗсем чӗлхе ӑслӑлӑхӗн лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сӑмах пулӑвӗ, синтаксис, пунктуаци пайӗсем тӑрӑх панӑ кӑсӑк ыйтусене тишкерчӗҫ тата «Тӑван ҫӗрӗн тусанӗ те тӑван, пылчӑкӗ те пылак» (Геннадий Волков) темӑпа эссе ҫырчӗҫ. Вунӑ ачаран пиллӗкӗшӗ чи матуррисем пулчӗҫ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Н. Фёдоров Трак тӑрӑхӗнче
Н. Фёдоров Трак тӑрӑхӗнче

Паян, пушӑн 27-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче ӗҫлӗ визитпа Чӑваш Республикин Президенчӗ Н.В.Федоров пулчӗ. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.А.Николаев тата Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.И. Федоров кӗтсе илчӗҫ. Кун хыҫҫӑн Николай Васильевич «Шетмӗ» хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Ҫак хуҫалӑх ертӳҫи Владислав Германович Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта халӗ 5 ҫын ӗҫлет. Ӑна 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗнче йӗркеленӗ. 2008 ҫулта унччен усӑ курман 208 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Пӗлтӗр 240 гектар тӗш тырӑ акса пӗр гектартан кӗлет виҫипе 20 центнер тухӑҫ пухса илнӗ. Кӑҫал 350 гектар акасшӑн. Пушӑн 1-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхра 181 пуҫ шултра мӑйракаллӑ выльӑх шутра тӑрать, вӗсенчен 70 пуҫӗ - сӑвакан ӗне. 2009 ҫулта кашни ӗнерен 4984 килограмм сӗт суса илнӗ. Укҫа ҫине куҫарсан хуҫалӑх 5472 пин тенкӗлӗх продукци туса илнӗ. (2008 ҫулта - 4006 пин тенкӗлӗх), ӑна сутса 3967 пин тенкӗ тупӑш илнӗ, таса тупӑш вара 910 пин тенкӗпе танлашнӑ.

 

Президент Алманч ял тӑрӑхне те ҫитсе курчӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Юнкун, ҫӗртмен 3-мӗшӗнче, Мӑн Шетмӗре кашни ҫул иртекен «Юнкун пуххи» ярмӑркка уҫӑлать — сире унта чӑн-чӑн кану кӗтет!

«Юнкун пуххи» ярмӑркки 10 сехетре пуҫланать. Малтан ӗҫ хастарӗсене чыслӗҫ, кайран вара кану программи пуҫланӗ: юрӑҫсемпе ушкӑнсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ, спорт ӑмӑртӑвӗсем, «Сӑра ӑсти» конкурс иртӗ. Кунтах кулленхи пурнӑҫра кирлӗ тавар, ал ӑстаҫисем хӑйсем тунӑ япалисене сутӗҫ. Уявра сире шӳрпепе, шашлыкпа хӑналӗҫ.

Чаплӑ? Сирӗн ку мероприятине килес кӑмӑл пурах пулӗ? Мӑн Шетмӗ ялӗ Красноармейски районӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкартан кунта Газельпе («Чебоксары» — «Анаткасси» мартшрутлӑскерпе) килме пулать. Вӑл 8:30 Шупашкартан тухать. 10 сехет тӗлне ҫитеттӗр те. Ҫавӑн пекех Йӗпрем (Юпрямы) урлӑ иртекен автобуссемпе (Вӑрнара, Красноармейскине каякансемпе) те килме май пур. Ҫӗрпӳ-Анат Чӑрӑш (Анаткасы) автобус маршручӗ те пур.

Ан манӑр, уяв 10 сехетре пуҫланать!

Малалла...

 

Красноармейски районӗнче ҫулталӑк вӗрентевҫине 1992 ҫултанпах суйлаҫҫӗ. Унтанпа нумай вӑхӑт иртрӗ — кашни ҫул чи лайӑх вӗрентевҫӗне суйлама районти вӗрентӳ системин чи лайӑххисем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Чи сумлисенчен ыттисем яланах вӗренме, вӗсен шайне ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ.

Кӑҫалхи конкурс «Ҫирӗп кӗлеткере ҫирӗп ӑҫ» ятпа иртрӗ. Конкурса ҫавна май ҫак тӗллеве ҫирӗп тытса пырса верентекен вӗрентӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Пурӗ районти 9 шкултан пулчӗҫ вӗсем.

Пушӑн 28-мӗшӗнче вара район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика пӳлӗмӗнче конкурса пӗтӗмлетсе унта хутшӑннӑ вӗрентӳҫӗсене саламларӗҫ.

* Алманч шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентӳҫи Антонина Леонидовна Николаева «Шыраса тупнӑ методика» номинацире ҫӗнтерчӗ.

* Красноармейскинчи 2-мӗш шкулта математикӑна вӗрентекен Надежда Владимировна Андреева «Пултаруллӑ проект» номинацине тивӗҫрӗ.

* Пикшик шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентӳҫи Наталия Эдуардовна Тихонова «Педагогика импровизацийӗсем» номинацине тивӗҫрӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй